Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗ Чӑваш Республикин символӗсен кунӗ пулчӗ. Чӑваш Республикин элемӗсене 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ, ҫавна кура пирӗн республикӑшӑн, республикӑри пур ҫыншӑн паянхи кун питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ Патӑрьелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш вӑтам шкулта.
Ҫав ятпа унта кашни класрах Чӑваш Республикин гимнӗ (сӑвви Илья Тукташӑн, кӗвви Герман Лебедевӑн) янӑранӑ. Пур ача та, вӗрентекенсем те ҫак уява хутшӑннӑ, уроксенче Чӑваш Республикин элемӗсен пӗлтерӗшӗсем ҫинчен калаҫнӑ, хӑтлавсем пӑхнӑ, викторина ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Кӗҫӗн класс ачисем Чӑваш Республикин гербне, ялавне ӳкернӗ. «Элли Юрьев художникран пӗрре те кая мар пулса тухрӗҫ вӗсен ӳкерчӗкӗсем», — ырлаҫҫӗ ачасен ӗҫне асӑннӑ шкулта.
Патӑрьел районӗнчи Алманчӑкра пурӑнакансем малтан урам тӑрӑх утнӑ, кайран Мӑнкун сӗтелӗ хушшине ларнӑ. Кун пирки асӑннӑ ял тӑрӑх администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче хыпарланӑ.
Алманчӑксем ӗнер Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе ял тӑрӑх утса тухас тенӗ. Ҫакӑнта вырӑнти шкул ачисене явӑҫтарнӑ. Аллисене шар, ялав тытнӑскерсем малтан митинга хутшӑннӑ. Унта вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Георгий Фомин тата "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин пуҫламӑш организацийӗн секретарӗ Сергей Никитин хутшӑннӑ.
Сӑмах май каласан, Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне республикӑра тата районсенче те уявланӑ. Кӑҫал ҫак кун Мӑнкунпа, вӑл православи тӗнӗн чи ҫутӑ та аслӑ уявӗ шутланать, пӗр килчӗ. Уяв ячӗпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та республикӑра пурӑнакансене саламланӑ, "...тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, ҫирӗп сывлӑх, телей, ҫуралнӑ ҫӗр тата ҫӗршывӑмӑр ячӗпе ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп", - тенӗ.
Чӑваш Енре пӗр тухтӑра пациент вилӗмӗшӗн айӑпласшӑн. Патӑрьел район пульницин хирургӗ, 50 ҫулти арҫын, пациента тивӗҫлипе пӑхман.
Тухтӑр нимӗн туманнипе пульницӑна пулӑшу ыйтма килнӗ ҫын ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ. Ку 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулнӑ. Пульницӑна 48 ҫулти хӗрарӑма илсе пынӑ. «Пневмони» диагноз лартнӑскере раштавӑн 22-мӗшӗнче хирург ӗҫлекен уйрӑма куҫарнӑ. 10 сехет иртнӗ — тухтӑр нимӗн те туман, сывлӑхне тӗрӗслемен те.
Ҫакна кура хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ хавшасах пынӑ. Йывӑрланнипе вӑл сывлама чарӑннӑ. Хирург ӑна тӗрӗсленӗ, сипленӗ пулсан вилмӗччӗ вӑл. Следовательсем ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗпчев ирттерсе пӗтернӗ, ӑна суда ярса панӑ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунне халалласа Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи вӑтам шкулта тӗрлӗ мероприятисем иртнӗ. 8–9 класра вӗренекенсем 21-ӗн «Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсене пӗлетӗр-и?» викторинӑра тупӑшнӑ. Символсен авторӗсене те, гимн текстне те ачасем аван пӗлни палӑрнӑ. Герб тата ялав ҫине ӳкернӗ пурнӑҫ йывӑҫӗ, виҫӗ хӗвел, хӑмла курланки мӗне пӗлтернине те чылайӑшӗ хуравланӑ, сарӑпа хӗрлӗ тӗссен пӗлтерӗшне те тӗрӗс палӑртакансем ытларах. 9 класс ачисем хушшинче Лиана Васильева, Николай Христофоров, Петр Гурьев, Александр Кондратьев, Даниил Павлов, Валерий Шайманов палӑрнӑ. 8 класран Сергей Кондратьевпа Ольга Гордеева ыттисенчен балл нумайрах пухнӑ.
5–7 класс ачисем валли Светлана Никитина вӗрентекен символсем ҫинчен калаҫу ирттернӗ. Ачасем хӑйсем те айккинче юлман. Уйрӑмах 5 класри Екатерина Матвеевӑна палӑртса хӑвармалла. Ыттисемшӗн те кӑсӑкли нумай пулнӑ. Ф.В.Искандеров, И.Ф.Искандеров, Е.Ф.Костина авторсен «Азбука чувашских орнаментов и эмблем» кӗнекипе те савӑнсах паллашнӑ ачасем. «Кашни ачан хӑй пурӑнакан ҫӗршывӑн элемӗсене пӗлмелле тесе пӗтӗмлетрӗҫ калаҫу сехетне хутшӑнакан 36 ача», — тесе ӗнентереҫҫӗ асӑннӑ шкулта ӗҫлекенсем.
Чӑваш Республикинче «Халӑхсен туслӑхӗ» ҫамрӑксен паркне кӗҫех уҫӗҫ. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче пулӗ.
Парка тума тытӑннӑ ӗнтӗ. Хальлӗхе монумента, халӑхсен туслӑхне халалланӑскере, вырнаҫтарнӑ. Парка, Шӑнкӑртам ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Минсур Валитов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗнче уҫма палӑртнӑ.
Проекта пурнӑҫлама 3,08 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Проектри планпа килӗшӳллӗн, паркра ача-пӑча лапамӗ, фонтан, ҫемье ҫавӑрнисем валли арка пулмалла. Паркра тротуар сарӗҫ, хӑтлӑлатӗҫ, йывӑҫ-тӗм лартӗҫ, автостоянка валли те вырӑн пулӗ.
Парка ял территорийӗсене аталантармалли программӑпа килӗшӳллӗн хута ярӗҫ. Ку программӑпа усӑ курса хальлӗхе Чӑваш Енре тӑватӑ проект хута кайнӑ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Пӗтӗм чӑвашсен диктанчӗ» акци иртрӗ. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут йӗркеленчӗ.
Патӑрьел районӗн администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт управленийӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе вӗренекенсем те «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2016» акцине хутшӑннӑ.
Вӑтам тата пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкулсенчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем ертсе пынипе районта пурӗ 635-ӗн, вӑл йышра вӗрентекенсем 14, 6–11-мӗш классенче вӗренекенсем ҫырнӑ. «Пиллӗк» паллӑ илнисем кӑҫалхи ҫул 204 пулнӑ. «Тӑваттӑ» палла 239-ӑн, «Виҫҫӗ» палла 179-ӑн тивӗҫнӗ. Пӗлтӗр ҫак акцине 543 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен «Пиллӗк» илнисем 169-ӑн пулнӑ.
Патӑрьелӗнчи 2-мӗш вӑтам шкулта пурӗ 104 ҫын чӑвашла диктант ҫырма кӑмӑл тунӑ. Ҫавӑн пекех Сӑкӑт вӑтам шкулӗнче 65-ӗн ҫырнӑ (ертӳҫӗ — Надежда Кудряшова), Ыхра Ҫырми вӑтам шкулӗнче — 63-ӗн (ертӳҫӗ — Светлана Кулакова, Аслӑ Арапуҫ вӑтам шкулӗнче — 57-ӗн (ертӳҫӗ — Алевтина Селиванова), Пӑлапуҫ Пашьел вӑтам шкулӗнче — 53 (ертӳҫӗ — Светлана Никитина).
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Пӗтӗм чӑвашсен диктанчӗ» акци иртнӗ. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут йӗркеленнӗ.
Кӑҫал диктанта Александр Артемьевӑн «Ҫӑкӑр хакӗ» хайлавӗн сыпӑкӗ тӑрӑх ҫыртарнӑ. Шупашкарта тӑватӑ вырӑнта диктант ҫырнӑ. Акцие шкул ачисем, журналистсем, вӗрентекенсем, студентсем, артистсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, чиновниксем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шупашкарта диктанта 335 ҫын ҫырнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 355 ҫын. Районсем те хастарлӑхӗпе палӑрнӑ. Патӑрьел районӗнче 592 ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ, Комсомольски районӗнче 426-ӑн алла ручка тытнӑ, Шупашкар районӗнче 695 ҫын диктант ҫырнӑ.
Акцие ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал акцие 6 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Пӗлтӗр — 4 305, 2014 ҫулта — 3 700, 2013 ҫулта — 2 300 ҫын диктант ҫырнӑ.
Аса илтерер: акцие «Хыпар» хаҫат, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, ЧР Вӗренӳ институчӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, Чӑваш наци радиовӗ йӗркелет.
Чӗрене пырса тивмелле ҫепӗҫ вӑл чӑваш чӗлхи тесе шухӑшлаҫҫӗ Патӑрьел районӗнчи Алманчӑри шкулта. «Хӑйсене хисеплекен кирек мӗнле халӑх та хӑйӗн тӑван чӗлхине пысӑк пуянлӑх вырӑнне хурса хаклать», — тенипех-тӗр ӗнтӗ аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑ куна халалласа Алманчӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта та тӗрлӗ ӗҫ туса ирттернӗ.
5-мӗш класра «Эпӗ пӗчӗк юмахҫӑ» конкурс ирттернӗ. Чи маттур юмахҫӑ ята Дарья Гаврилова тивӗҫнӗ.
6–7-мӗш классем хушшинче «Кам тавҫӑруллӑрах» КВН иртнӗ. Кунта 7-мӗшсем ҫивӗчрех пулнӑ.
5–9-мӗш классем Юхма Мишшин «Шурҫамка» хайлавӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн сӑнарсен пурнӑҫне пӗр-пӗринпе сӳтсе явнӑ. Хайлаври ӗҫсем кашнин чунне пырса тивни палӑрнӑ.
Ачасем чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Г.П. Генералова тӑван чӗлхе ҫинчен ваттисем каланӑ сӑмахсене аса илнӗ, сӑвӑсем пӑхмасӑр каланӑ.
Кашни ҫулах, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ҫак уяв вӑл чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунӗпе ҫыхӑннине пурте пӗлеҫҫӗ пулӗ.
Патӑрьелӗнчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта та чӑваш чӗлхине сума суса ирттерекен ӗҫ-хӗл пуҫланнӑ. Чи малтанах 8-мӗш классем хӑйсен пӗлӗвне, тавракурӑмне «Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?» брейн-рингра (ют чӗлхерен куҫарсан вӑл ӑс-тӑн вӑййине пӗлтерет) тӗрӗсленӗ.
«Вӑйӑра ачасен ҫирӗп ӑс-тӑнӗ палӑрчӗ. Анчах та ӑслинчен ӑслӑраххи пур тени тӳрре тухрӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ Патӑрьел ял тӑрӑхӗнче. Пӗрремӗш вырӑна Игорь Богданов, Елена Фролова тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Николай Ивановпа Даниил Попов пайланӑ.
Ҫиччӗмӗш классем вара И. Я. Яковлев ачалӑхӗпе паллашнӑ. Кунта ҫамрӑк Иван Пӑрӑнтӑк шкулӗнче вӗреннӗ самантсене аса илнӗ. Вӗренекенсене И.Я. Яковлев вӗреннӗ ҫын пулма ӗмӗтленни, унӑн ырӑ кӑмӑлӗ, сӑпайлӑхӗ, шухӑшӗ кӑсӑклантарнӑ.
Патӑрьел районӗнчи ялсене пӑралуксӑр интернет ҫитнӗ. Ҫакна «Ростелеком» компани «Устранение цифрового неравенства» (чӑв. Цифрӑри танмарлӑха пӗтересси) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май асӑннӑ районти пӗчӗк ялсенче тӗнче тетелне кӗмелли 18 точка хута янӑ.
Wi-Fi точкисем Пӑлапуҫ Нурӑс, Ишлӗ, Именкасси, Кӗҫӗн Арапуҫ, Тикеш, Еншик, Чӑваш Ишекӗ, Пӳртлӗ, Каншел, Анат Чакӑ, Сител, Тури Тӑрмӑш, Анат Тӑрмӑш, Вӑтаел, Тӗрӗньел, Ҫӑл Атӑк, Ксыл-Камыш, Тури Чакӑ ялӗсене вырнаҫтарнӑ. Ун валли 100 километр оптика тӑснӑ. Wi-Fi сигналне 100 метрта тытма пулать. Ун валли асӑннӑ модульлӗ карас телефонӗсем, смартфонсем, ноутбуксем, планшетсем тата ытти ҫавӑн йышши хатӗр кирлӗ.
Иртнӗ ҫул Wi-Fi точкисене Муркаш тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи 18 яла вырнаҫтарнӑ. 2018 ҫул вӗҫлениччен 328 яла ун пеккисене ҫитересшӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Луутонен Йорма Калерво, чӑвашпа ҫармӑс чӗлхине танлаштарса тӗпчекен ҫуралнӑ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Леонид Никонорович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |